Çамрăксем тата ГТО нормативĕ
РЕСПУБЛИКĂРА сывă пурнăç йĕркине пăхăнас тĕллевпе йĕркеленĕ "ÇамрăксемÇГТО" физкультурăпа спорт мероприятийĕ районта пысăк хастарлăхпа иртсе кайнă. Мероприятие Туçа, Шăнкăртам, Сăкăт, Алманчă, Первомайски тата Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи 6 команда (18 - 35 çулсенчи çамрăксем) хутшăннă. Вĕсен тăватă енпе норматив тултарма тивнĕ. Ушкăнсенчен Первомайскисем чи кăтартуллисем пулнă. Иккĕмĕш вырăнта Туçа, виççĕмĕшĕнче Сăкăт ял тăрăхĕсем. Уйрăм кăтартусемпе хĕрарăмсенчен те, арçынсенчен те Первомайскисем палăрнă: И. Ляковăпа В. Ендеев пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Авангард