Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Налук службин ĕçченне Шупашкарта чысланă

ИРТНĔ эрнере налук службин ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Раççей налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцин коллективĕшĕн кăçалхи праçник пысăк савăнăçпа асра юлчĕ.

Çак яваплă органта 28 çул пĕр улшăнмасăр тăрăшакан Маргарита Николаевна Кириллова тĕп специалист-эксперта ĕнер республикăри налук службин управленийĕнче Раççей ФНСĕн Хисеп грамотине илнĕ ятпа саламларĕç. Çăмăл мар тивĕçе çамрăк специалист аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах кỹлĕннĕ. "Батыревский" совхозра бухгалтерта хăйĕн ăсталăхне кăтарма ĕлкĕрнĕ шут ĕçченне тỹрех налук пухассипе çыхăннă "йĕрке хуралне" йыхравланă. Тỹрĕ чунлă та хăйĕн ĕçне тивĕçлипе туса пыракан, клиентсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлекен сотрудникăн ĕç кĕнекине çырăннă ытти наградăсем те пур: Чăваш Республикинчи налук управленийĕн Хисеп грамоти, Раççей налук службин Тав çырăвĕ, районсем хушшинчи налук службин грамотисем тата ытти те.

- Çак пысăк шайри Хисеп грамоти чăн малтанах пирĕн районсем хушшинчи налук служби пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленин, çемье мана хавхалантарса пынин результачĕ. Юратнă ĕçре хамăн чун киленĕçне тупни те çак чыславшăн пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп,-хăйĕн савăнăçне яланхиллех сăпайлăн çеç пайларĕ Маргарита Николаевна.

Авангард



26 ноября 2019
08:38
Поделиться