Анне кунĕ тĕлне – çĕнĕ çурта
Сăкăтри Иванпа Тамара Чунчурскисемшĕн тата вĕсен ултă ачишĕн савăнăç иксĕлми. Пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн вĕсене çак кунсенче çĕнĕ пÿрт çăра уççине панă. Объекта В. Краснов предприниматель хăпартнă, унăн лаптăкĕ - 144 тăваткал метр, хакĕ – тăватă млн тенкĕ ытла.
Çĕнĕ çурта кĕнĕ ятпа иртнĕ савăнăçлă мероприятире район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов, Чăваш Республикин строительство министерствин представителĕ Галина Андриянова йышлă ачаллă çемьене ырлăх-сывлăх, телей, пепкисене çĕршыва юрăхлă пăхса çитĕнтерме суннă.
Т. Чунчурская çĕршыв, республика, район ертÿçисене хёйсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕшĕн чун-чĕререн тав тунă.
Сăмах май, 2009 çултанпа районта çак программа пулăшăвĕпе 26 çемье çурт-йĕрлĕ пулнă.
А. Иванов
Авангард