Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«60 çул хыçа юлчĕ» савăнăçлă уяв

«60 çул хыçа юлчĕ» савăнăçлă уяв

Кашни  çуртăн хăйĕн историйĕ, пуянлăхĕ.  Çак сăмахсем Патăрьел районĕнчи  Пăлапуç Пашьел  ял тăрăхĕнчи  ял хуçалăх тата ял тăрăхĕн администрацийĕсем, культура  вучахĕ вырнаçнă  çурчĕшĕн те вырăнлă. Вăл хута кайнăранпа тата ял пурнăçне хăт кĕртнĕренпе 60 çул çитрĕ. Çак кунсенче ăна кунта пурăнакансем пысăк уяв вырăнне хурса сумлăн паллă турĕç,  мĕншĕн тесен аслă ăрурисенчен хăшĕсем кунти строительство ĕçĕсене те хутшăнма ĕлкĕрнĕ.

Уяв программине Пашьел  ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин уçрĕ.  Çак паллă пулăм Аннесен кунĕпе пĕр кунта иртнине кура Владимир Никитин ял çыннисене   икĕ уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, кашни уяврах пĕрле пуçтарăнса савăнма сунчĕ.

Сретени Господня ячĕпе хисепленекен чиркÿ настоятелĕ иерей Иоанн Спринсян те салам сăмахĕ каласа хăварчĕ.

Çак икĕ хутлă пысăк кермене 1959-мĕш  çулта чÿк уйăхĕнче хута янă. Çÿлти хутĕнче «Звезда» колхозпа пĕрлешсе пысăкланнă «Комсомолец» колхоз правленийĕ, аялти хутĕнче ял Совет ĕçтăвкомĕ, çурçĕр енчи пайĕнче 250 çын вырнаçмалăх клуб, фойе, артистсене салтанса тумланмалли пÿлĕм тата библиотека вырнаçнă пулнă. Каярах  фельдшер пункчĕ те çак çуртрах пĕр вăхăт ĕçленĕ пулнă.

Çав çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçи Петр Майзуров строительство ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Хуçалăхри тĕрлĕрен производство объектне çĕкленĕ май ялăн малашлăхĕ культурăна аталантарнипе тачă çыхăнура пулнине те ăнланнă. Çапла вара  тăрăшса ĕçленĕ хыççăн пĕрлешÿллĕ хуçалăх ăна 1959 çул вĕçĕнче хута яма хевте çитернĕ-çитернех. Мĕн чухлĕ спектакль, концерт, кану каçĕ иртмен пуль кунта унтанпа, мĕн чуль кино çавăрттарман-ши ял халăхĕ валли!?  Кашни мероприяти ял çыннишĕн, пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ырми-канми вăй хураканшăн пулнă. Çавăнпа клуба халăх яланах йышлă пуçтарăннă. Çулсем иртнине пăхмасăрах Культура çурчĕ хăйĕн пĕлтерĕшне паян та çухатман. Çавăнпах кунта ял çыннисене, çамрăксене тăтăшах йышлă курма пулать.

Кун çинчен пухăннисем умĕнче   хăй вăхăтĕнче чылай хушши Пăлапуç Пашьелĕнчи фермăра зоотехник пулса, каярах  ял хуçалăх пĕрлешĕвне ертсе пынă Вадим Мешков тухса калаçрĕ, чылай хушаматсене асăнса хăварчĕ.  Вадим Мешков аса илĕвĕпе пĕрлех  пысăк экран çинче 1945 çултан пуçласа паянхи кунччен сыхланса юлнă сăн ÿкерчĕксем пĕрин хыççăн тепри улшăнса пычĕç. Куракансем хăйсен сăнĕсене курса  çамрăклăх вăхăтне таврăнчĕç.

 Паллă пулăмпа   саламлама çак ялтах çуралса ÿснĕ,  хальхи вăхăтра Тольятти хулинче пурăнакан Александр Максимов хисеплесе килни те асра юлмалли самант пулчĕ. 1973-1980  çулсенче  культура çуртĕнче «Унисон» вокалпа инструментсен ансамбльне йĕркелесе ертсе пынă Александр  Николаевич   хăйĕн аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ,  илемлĕ юрăпа савăнтарчĕ. Паянхи кун та вăл Тольятти хулинче чăваш юрри-ташшипе савăнтаракан ушкăна ертсе пырать.    

Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ.   Савăк  программăна   вырăнти вăтам шкул ĕçченĕсем  Нина Тихонова ертсе пынипе аннесене, тăван киле халалланă юрăсемпе пуçларĕç. Шкул ачисем те чун сăмахĕсемпе пĕрле юрă-ташă шăрантарчĕç. Вĕсен  хаваслă юрри-кĕвви уява уйрăм сăн, илемлĕхпе хаваслăх кĕртрĕ.

Зот Степанов ертсе пыракан «Пашьел» халăх фольклор ушкăнĕ те çĕнĕ юрăсемпе савăнтарчĕ, залра ларакансен кăмăлне юрă-кĕвĕпе çĕклерĕ.

Александра Чебоксарова, Зот Степанов, Галина Матюшкина, Елена Иванова  шỹтлесе те йĕплесе  хатĕрленĕ  кĕске  инсценировкăсемпе  куракансене тĕлĕнтерме пултарчĕç.

Амăшĕн тĕпсĕр ырă чĕри пирки нумай хайлав çырăннă, юрăсем, сăвăсем хывăннă. «Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен те кăларать», -- тенĕ ваттисем.  «Храни тебя, сынок» юррипе  Екатерина Заббарова пур курса ларакан аннесен  чĕрине хускатрĕ.   

60 çулхи пулăма та Аннесен кунне халалланă   уяв программи   питех те хӑвӑрт иртсе кайрĕ.  Вăл асра юлмалла ирттĕр тесе кашниех тăрăшрĕ, паллах. Культура Çурчĕн ертÿçи Елена Иванова  артистсене тата куракансене  чĕререн тухакан ӑшӑ сӑмахсем каласа тав сăмахĕ каларĕ. 

Сцена çине тухакан пашьелсем  таврари ырă йăласене аса илсе пĕр-пĕрне мирлĕ, лăпкă пурнăç сунчĕç. „Культура вучахĕ“ нихăçан та ан сÿнтĕр, терĕç.

Фоторепортаж



25 ноября 2019
13:17
2019 год,
Хроника
Поделиться