Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăхпа тĕл пулатăн - пурнăçа пĕлетĕн

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисемпе иртнĕ номерте тĕплĕн паллаштарнăччĕ: республикăра пурнăçланакан "Экологи" наци проекчĕ çинчен, тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ, кĕркуннехи-хĕллехи хутмалли тапхăрта газпа асăрхануллă пуласси, Интернет çыхăнăвĕпе усă курса тăвакан ултавлă ĕçсенчен хỹтĕленесси çинчен, ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсен ĕçĕсем пирки.

Информаци кунне республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Ю. Исаев ертсе пыракан ушкăн- ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ" автономи учрежденийĕн директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ А. Магарин, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ В. Ни- колаев, Чăваш ял хуçалăх академийĕн профессорĕ Н. Кириллов, çĕрйĕркелỹ, кадастр тата экологи кафедрин доценчĕ Н. Акишева, çавăн пекех район прокурорĕ Н. Осипов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисем хутшăнчĕç.

Информаци ушкăнне малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан С. Чернова йышăнчĕ, кун йĕркинчи ыйтусене мĕнле татса пынипе кĕскен паллаштарчĕ. Ун хыççăн халăхпа тĕл пулчĕç, кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕç. Пĕрремĕш ушкăн Патăрьел ял тăрăхĕнчи профилактика канашĕн анлă ларăвне хутшăнчĕ, вĕсен ĕçĕпе паллашрĕ. Ял хуçалăх академийĕнчен килнĕ представительсем районти вĕрентỹ организацийĕсен ертỹçисемпе ачасене агрокласра вĕрентмелли программăсемпе, аслă шкула вĕренме кĕмелли условисемпе паллаштарчĕç, тепĕр ушкăн район центрĕнчи учрежденисенчи котельнăйсем хĕле мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕ, нумай хваттерлĕ патшалăх çуртĕнче пурăнакансем патĕнче пулса газ çăмăллăхĕпе тивĕçтерекен организаци клиентсемпе мĕнле ĕçленипе паллашрĕ.

Çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем Пăлапуç Пашьелĕнчи В. Мешков, Сителĕнчи В. Ляков вăрçă ветеранĕсене тата Патăрьелĕнчи З. Воробьева (ỹкерчĕкре) салтак арăмне вырăна çитсе "Беларуссие ирĕке кăларнăранпа - 75 çул" медаль парса чыс турĕç. Районти ятарлă ушкăн нумай ачаллă çемьесем патĕнче пулса вут-кăвар инкекĕнчен асăрханма пушар хыпарлавĕсене парнелерĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



22 ноября 2019
10:13
Поделиться