Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Олимпиада ăс-тăна çивĕчлетет

Пĕтĕм Раççейри "Наука" фестивальпе килĕшỹллĕн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче республикăри шкулсенчи 9-11 классенче вĕренекенсем хушшинче ют чĕлхерен куçарассипе олимпиада иртрĕ. Ăна акăлчан филологи кафедрин доценчĕсем йĕркелеççĕ. Шкул ачисене куçару ĕçне явăçтарас тата куçаруçăсен профессине хаклас тĕллеве мала хураççĕ.

Кăçалхипе олимпиада улттăмĕш хут пулчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх вăл икĕ тапхăрпа иртрĕ. Унта хутшăнакансем малтанхинче куçăмсăр майпа тупăшăва явăçрĕç. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Патăрьел, Çĕрпỹ, Етĕрне хулисемпе районĕсенчи 60 ытла шкул ачи хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Вĕсем панă текста куçарса çырса ячĕç.

Тепринче вара вĕренекенсем университетăн ют чĕлхесен факультетĕнче пулчĕç. Кунта сăмах вĕççĕн акăлчан чĕлхинчен вырăсла интервью куçарчĕç. 12 финалист йышĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи 11 класра вĕренекен А. Ананьева та пулчĕ. Вăл фестивальте виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Мероприятие хутшăннисене сертификатсем пачĕç. Ангелина диплома тата парнене тивĕçрĕ. Вĕрентекенне вара - Н. Кошелевăна -Тав çырăвĕ пачĕç. Призерсемпе мала тухнисене университетăн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăх параççĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



19 ноября 2019
11:38
Хроника
Поделиться