Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Икшер медальпе

Ульяновск хулинче çăмăл атлетика енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Орешкин ячĕпе уçă чемпионат иртрĕ. Унта Раççейри 8 регионтан - Чăваш, Тутар, Мордва, Мари Республикисенчен, Тольятти хулинчен, Чулхула, Вологда, Иваново, Ульяновск облаçĕсенчен 700 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

Пĕрремĕш кун 400 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Çивĕч тупăшура Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти В. Ивановапа Д. Суворов финала тухрĕç. Тепĕр чупура вара Дима пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Викăна Чулхула, Ульяновск, Хусан хĕрĕсем тăваттăмĕшне хăварчĕç.

Иккĕмĕш кунĕнче 800 метра чупрĕç. В. Иванова ылтăн медале тивĕçрĕ. Д. Суворов виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Красновăпа А. Каштанов кăтартăвĕсем те япăх мар.

Ачасем тренировкăсене çỹрени харама каймасть. Инçе çула тухнă чухне вара ашшĕ-амăшĕ те хавхалантарать.

В. ПЛАТОНОВ, ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ

Авангард



19 ноября 2019
11:43
Хроника
Поделиться