Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Командăпа- виççĕмĕш

Ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ĕçре спортпа пиçĕхтерни те пулăшать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсем. Тренировкăсене сиктермесĕр çỹрекенсем ăмăртусене хутшăнаççĕ. Вĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Ку хутĕнче йывăр атлетика секцине çỹрекенсем республикăра мала тухассишĕн Шупашкарта ăмăртрĕç. А. Сымова, Л. Афанасьев, Г. Хадаров пĕрремĕш вырăна тухса савăнтарчĕç. В. Пятаковăн, Д. Павловăн иккĕмĕшпе çырлахма тиврĕ. К. Сымовăпа А. Каруев виççĕмĕш тухни те кăмăллă. М. Быков, К. Пятаков, И. Хамидуллин пьедестал картлашки çине лекеймерĕç пулин те командăна пĕтĕмĕшле виççĕмĕш кăларнă çĕрте очкосене лайăхлатма пулăшрĕçех.

Ачасене кĕрешỹ мелне Н. Зимин, А. Смирнов, Н. Трифонов тренер-преподавательсем хăнăхтараççĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



15 ноября 2019
17:54
Хроника
Поделиться