Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чемпионсем пирĕн хушăмăртах

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тĕнче чемпионĕсемпе, мăшăр кĕрешỹре мала тухнă йĕкĕрешсемпе - Эдуард тата Владислав Кудрявцевсемпе - тĕл пулчĕ.

Çавăн пекех унта каччăсен ашшĕ- амăшĕ, тренерĕ, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, районти кире спорчĕн федерацийĕн председателĕ Решит Санзяпов та хутшăнчĕç.

Эдуардпа Владислав Вăтаел ялĕнче çуралнă. Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ. Пĕр-пĕринчен пачах та уйрăлман. Мускав çул-йĕр институтĕнче пĕлỹ пухса 2013 çулта инженер специальноçне алла илнĕ.

Каччăсем ялта чухнех (2008-2010 çулсенче) А. Митрофанов тренер патне ирĕклĕ майпа кĕрешме çỹренĕ. Каярахпа алла-аллăн тытăçса çапăçакан секцине куçнă.

2018 çултанпа Кудрявцевсем Раççей кикбоксинг спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, профессионал-боксер, Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлешĕвĕн (СНГ), 9 хутчен тĕнче, 5 хутчен Европа чемпионĕ пулнă Алексей Соловьев патĕнче тренировка тăваççĕ. "Çамрăксен малашлăхĕ уçăмлă, спортăн çак енĕпе вĕсем пысăк çитĕнỹсем тăвасса шанасах килет", - тет Алексей Иванович тренер.

Рудольф Васильевич пултаруллă çамрăксене саламланă май вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланни çинчен каларĕ, спорт карьеринче малашне те ỹсĕмсем сунчĕ. Ентешсем районта çуралса ỹссе спортра чапа тухнă Иван Калля, Расых Бикчурин, Александра Деверинская, Фаина Краснова, Анатолий Савельев, Валерий Мулендеев, Минсеит Тазетдинов, Ирина Калентьева, Ирина Юманова тата ыттисен ятне çĕре ỹкерменнине палăртрĕ. 2019 çул тухăçлă пулнине каларĕ. Бухарестра Нăрваш Шăхаль хĕрĕ Наталия Шайманова çамрăксем хушшинче Европа чемпионĕ ятне тивĕçнине пĕлтерчĕ. Маунтинбайкра Ольга Терентьева тата ытти хастарсен çитĕнĕвĕсем савăнтарнине пытармарĕ.

Муниципалитет пуçлăхĕ Эдуардпа Владислава район гербĕллĕ значоксем, Тав çырăвĕсем, асăнмалăх парнесем пачĕ. "Патăрьел район ялавĕ тĕнче шайĕнче малашне те вĕлкĕшмелле пултăр", - терĕ Рудольф Васильевич.

Тав çырăвĕ çавăн пекех тренерне, ачасен ашшĕпе амăшне те тивĕçрĕ. Сăмах май çакна палăртмалла: Николай Иосифовичпа Надежда Гурьевна "Гвардеец" колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăр 4 ывăл пăхса çитĕнтернĕ.

Эдуард 2018 çулта тĕнчери хутăш мăшăр кĕрешỹре (смешанные единоборства) чемпионатĕнчен 85 килограмлă виçе категорийĕпе Италинчи Римран пĕрремĕш вырăнпа таврăннă. 2019 çулта апрелĕн 12-14-мĕшĕсенче Миланра тĕнче чемпионатĕнче çак виçепех çĕнтернĕ. Асăннă ăмăртусенчех Владислав 80 килограмлă виçе категорийĕпе чемпион пулнă. Кăçалхи октябрĕн 18-20-мĕшĕсенче вăл Шотландири Эдинбургра тĕнче чемпионачĕн çĕнтерỹçин ятне тивĕçнĕ.

Кудрявцевсем ял, район, республика, Раççей ятне çỹле çĕклерĕç. Çитĕнекен ăру вĕсенчен ырă тĕслĕх илессе шанасах килет. Тен, килес çул Шупашкарта ирттерме палăртнă тăххăрмĕш тĕнче вăййисенче тата та çĕнĕ ятсем çуралĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА



15 ноября 2019
17:37
Хроника
Поделиться