Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ашĕ те пур, улми те пур - пуç таяр ĕçченсене!

Мĕн ĕлĕкренех хирти ĕçсем вĕçленсен çĕр çынни çĕнĕ тухăçпа хăна-вĕрле пухнă, уявра савăннă. Çак ырă йăла халĕ те тăсăлать-ха. Çулленех ноябрь уйăхĕнче районта Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тăваççĕ. Сумлă мероприятинче уй-хир тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенчи кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ, ĕçре палăрнисене чыслаççĕ, çитес çулхи тĕллевсемпе паллаштараççĕ. Уяв умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе В. Львовпа (сăн ỹкерчĕкре сулахайри) тĕл пултăмăр, АПКн аталанăвĕ пирки калаçрăмăр.

- Виктор Игоревич, кĕркуннен кĕрнеклĕ кĕреки пире мĕнле кăтартусемпе савăнтарать-ши?

- Ял хуçалăх ĕçченĕсен уява тулли кăмăлпа кĕтсе илме сăлтавĕ пур. Пĕлтĕрхи кăтартусем те пире савăнтарнăччĕ, кăçалхисем тата та курăмлăрах. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕр гектартан вăтамран 28 центнер (2018 çулта - 26,6 центнер) пуçтарса кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле вара кĕлете 48,5 пин тонна кĕнĕ. Çĕр улми тухăçĕ иртнĕ çул пĕчĕкрехчĕ, анчах ун вырăнне кăçал икĕ хута яхăн пысăкрах тесен те йăнăш мар. "Иккĕмĕш çăкăр" пĕр гектартан 240 центнер (142,3 центнер) тухнă. Вăрлăх сухан пĕр гектартан 117 центнерпа, сахăр кăшманĕн - 330, пахча çимĕçĕн - 250, хĕвел çаврăнăшĕн 12,1 центнерпа танлашнă. Кăçал ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çанталăкĕ те майлă пулчĕ, çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пахалăхлă вăрлăхсемпе, минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе ытларах усă курма, тăпра пулăхлăхне ỹстерессишĕн тăрăшма пуçларĕç.

Кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçайманни çеç пăшăрхантарчĕ. Вĕсене 2018 çулта 5500 гектар акса хăварнăччĕ, унтан 3248 гектарне пăсса тепĕр хут çурхи культурăсемпе тата пĕр çул ỹсекен курăксемпе никĕсе хывма тиврĕ.

- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем уява мĕнлерех кĕтсе илеççĕ-ши?

- Кунта та ỹсĕмсем начар мар. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем те яваплăха туйса ĕçленине палăртма кăмăллă. Районта 21123 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ, йыш пĕлтĕрхинчен 6 процент ỹснĕ. Вăл шутран сăвăнакан ĕнесем 8550 пуç, вĕсем те иртнĕ çулхинчен икĕ процент нумайрах. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 16686 пуç сысна, сурăхсемпе качакасем - 10619, вĕлле хурчĕн çемйи 5 пин ытла тытаççĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 8 226 тонна аш-какай туса илнĕ, 44 пин тонна сĕт сунă.

- Ял хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕсемсĕр аталанма йывăр. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем Раççей, республика шайĕнчи çăмăлăхсене тивĕçейрĕç-и? - 2019 çулхи 10 уйăхра районти хуçалăхсене тĕрлĕ шайри бюджетран 106 млн тенкĕ кĕнĕ. Çавăн пекех фермерсем çулленех "Фермер ĕçне пуçăнакан" конкурса та хастар хутшăнаççĕ. Кăçал 6 фермер 13 млн та 400 пин тенкĕ илчĕ. Çемьепе ĕçлекен пĕр фермер 5 млн та 400 пин тенке тивĕçрĕ. Кăçал "Агростартап" программа ĕçлеме пикенчĕ: тăваттăн фермер ĕçне пуçăнма грантлă пулчĕç.

- Район экономикине тĕреклетме инвестици проекчĕсем те пулăшаççĕ...

- Тĕрĕсех калатăр. Районта кăçал 24 инвестици проекчĕ ĕçлет. Хальхи вăхăта "Кзыл Камыш" агрофирма сурăх фермине, В. Кириллов фермер пахча çимĕç управне хута ячĕç. А. Шарафутдинов фермер 40 пуç выльăх вырнаçакан самăртма хупмалли витене ĕçе кĕртрĕ.

2019 çулта пуçланă, 2020 çулта вĕçлемелли объектсен шутне "Кзыл-Камыш" агрофирмăн тата В. Кузнецов фермерăн пахча çимĕç управĕсем, И. Хамбиков, И. Ямалетдинов, Р. Хуснетдинов фермерсен фермисем кĕреççĕ. Аш-какайпа сĕте тирпейлекен "БАРАКАТ" тата "Эко-Продукт" кооперативсем ĕçлесе кайни те районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри пулать. Çитес çул та инвестици проекчĕсемпе малалла тăрăшатпăр. 2020 çулта тăватă проекта реализацилеме пуçлама палăртнă. Вĕсен шутне Пикшик ял тăрăхĕнче сĕте тирпейлекен "Молочные Зори" кооператив та кĕрет.

- Çитĕнỹсем, кăтартусем вăй хумасăр пулмаççĕ, çавна май ĕçлекенсене уявпа саламламасăр та май çук.

- Ял хуçалăхĕнчи çитĕнỹсенче кашни çыннăн тỹпи пур. Вĕсем çил-тăман чухне те, шăрăх çанталăкра та хирте, фермăра вăй хураççĕ. Чунтан тăрăшнипе, малалла ăнтăлнипе районпа республикăри ял хуçалăх министерстви тунă килĕшỹ пурнăçланса пырать. Пире çăкăр çитерекенсем умĕнче кашнийĕ пуç тайма тивĕç. Пурне те уявпа саламланă май çирĕп сывлăх сунатăп, малашне те пĕрле килĕштерсе тăрăшма вăй-хал пултăр. Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсене пире усăллă канашсемпе пулăшса пынăшăн, çĕр хакне туйма вĕрентнĕшĕн тав сăмахĕ калатăп.

О. ПАВЛОВА калаçнă

Авангард



15 ноября 2019
17:32
2019 год
Поделиться