Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çар тивĕçне - чĕре хушнипе

Тăван çĕршыва хỹтĕлеме каякансен кĕркуннехи призывĕ малалла пырать. Çак кунсенче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнчен пулас салтаксен пĕрремĕш ушкăнне ăсатрĕç. Çар тумне тăхăнма хатĕр каччăсен кăмăл-туйăмĕ пысăк. Вĕсем пурте салтак тивĕçне чыслăн пурнăçма, çав вăхăтрах хул-çурăмпа тĕрекленсе, ăс-хакăлпа пуянланса таврăнма ĕмĕтленеççĕ. Пулас салтаксене çар комиссарĕ В. Семенов телейлĕ çул, ăнăçу, çар дисциплинине çирĕп пăхăнма, ырă ят-сумпа каялла таврăнма сунчĕ.

Кĕркуннехи призывăн малтанхи ушкăнĕпе 11 йĕкĕте Тăван çĕршыв хуралне тăма пиллерĕç. Çамрăксенчен 8-шĕ - хамăр районтан, 3-шĕ - Шăмăршăран. Каччăсен ытларах пайĕ вăтам специальность илнĕскерсем, иккĕшĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă.

Авангард



15 ноября 2019
17:49
Поделиться