Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхмапа Пăла тăрăхĕн пăхаттирĕн парнисемшĕн

Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕ кире пуканĕ йăтакансене хăй патне пуçтарчĕ. Патăрьелĕнчи агротехникумăн спорт залĕнче нумай хутчен Чăваш Ен чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă Федор Моисеева асăнса   кире пуканĕ йăтассипе республика турнирĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри   чылай районтан, çавăн пекех Шупашкар, Улатăр, Канаш, Ульяновск, Самара тата ытти хуласенчен чи вăйлă атлетсем тупăшрĕç.

Ăмăртăва сумлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, районти кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн председателĕ Рашит Санзяпов, Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн ертÿçи Владимир Семенов, Европа чемпионĕ, Тĕнче кубокĕн призерĕ, Раççей кубокĕн çĕнтерÿçи, рекордсен Гиннес кĕнекине кĕме тивĕçнĕ, кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕ Борис Глинкин, спорт ветеранĕсем, Федор Моисеевăн ачисемпе мăнукĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç, спортсменсене Юхмапа Пăла тăрăхĕн пăхаттирĕн ячĕпе иртекен турнирта ăнăçусем сунчĕç.

Помост çинче пирĕн район спортсменĕсем те çухалса каймарĕç. Акă, Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекенсем - Татьяна Правитель хĕрсем хушшинче виççĕмĕш, Андрейпа Анатолий Кушниковсем, Игорь Алексеев, Матвей Нестеров хăйсен виçисенче иккĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Çавăн пекех Туçари Павел Рубцов та çамрăксем хушшинче призерсен шутне лекрĕ. Ветерансенчен вара Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Ильгизар Махмутов (пĕрремĕш вырăн), Николай Васильев (иккĕмĕш), Иван Вазюков (иккĕмĕш) ăнăçлă хÿтĕлерĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсем тата хаклă парнесем парса чысларĕç. Турнира йĕркелекенсем ырă йăлана малашне те тăсма шантарса çитес çулччен тесе сыв пуллашрĕç спортсменсемпе.

А. Козлов

Авангард