Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Çӑкал» фольклор ушкӑн концертпа савӑнтарчӗ

Юрӑ ӗмӗртен-ӗмӗре чӑваша йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, кӑмӑла ҫӗклеме май панӑ. Ача ҫуралать-и, салтака ăсатмалла-и, туй кӗрлет-и, пур уява та юрӑ-кӗвӗ илем кӳнӗ, халӗ те çапла.

 Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Татмӑш клубӗ çумӗнчи «Çӑкал» фольклор ушкӑнӗ Нӑрваш-Шӑхалӗнче хӑнара пулчӗ. Вӗсем куракансене хӑйсен янӑравлӑ сассисемпе, чуна тыткӑнлакан илемлӗ юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗç. Артистсен репертуарӗнче халӑх хушшинче анлӑн сарӑлнӑ тӑванлӑх юррисем, чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи юрри-ташшисем пулчӗç. Куракансем вара май килнӗ таран юрӑ-ташӑ ӑстисене алӑ çупса хавхалантарчӗç.

Чӑваш халӑх фольклорне упраса пынишӗн, халӑх кӑмӑлне çӗклеме пултарнишӗн Елена Смирнова тав сӑмахӗ каларӗ.



11 ноября 2019
16:03
Хроника
Поделиться