Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Виççĕмĕш вырăн йышăннă

ÇАК кунсенче Ульяновск хулинче аслă класра вĕренекен шкул ачисем хушшинче географи темипе "Мĕн? Ăçта? Хăçан?" тата "Брейн-ринг" вăййисемпе уçă чемпионатăн финалти вăййисем иртнĕ. Унта федерацин Атăлçи округĕнчи 14 команда хутшăннă. Чăваш Республикин чысне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Алина Кузнецова вĕрентекен ертсе пыракан "Батыр" команда хỹтĕленĕ. Ăс-тăна, тавракурăма тĕрĕслемелли "Брейн-ринг" форматпа иртнĕ вăйăра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ачасем пысăк тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Авангард



08 ноября 2019
14:20
Хроника
Поделиться