Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Купол хăпартрĕç

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Анат Туçа ялĕнчи масара кĕнĕ çĕрти çĕнĕ часовня тăррине купол хăпартнă çĕре хутшăнчĕ. Уява халăх йышлăн пуçтарăннă.

Купола Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей кĕлĕ туса сăвапларĕ.

Часовньăна тума тата хĕреслĕ купола туянма ял халăхĕ укçа пуçтарнă. Ăна çĕкленĕ çĕре тивĕçлĕ тỹпе хывнисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Углев, Николай Марков протоиерей тав сăмахĕ каларĕç.

Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче юлашки вăхăтра ял çыннисем масар таврашĕнче тирпей-илем тытса тăрас тĕлĕшпе тăрăшуллă пулнине палăртрĕ.

"Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç çакă. Масара хамăра çывăх çынсене пытарнă-çке. Хĕреслĕ яла тирпейлĕ тытни, вил тăприсене пăхса тăни, часовньăсем çĕклени - сăваплă. Вилнĕ тăванăмăрсене асра тытатпăр эпир. Пиртен ỹссе çитĕнекен ăру тивĕçлĕ тĕслĕх илессе шанас килет", - терĕ Рудольф Васильевич.

Çавăн пекех вăл ĕçре ял старостисен тăрăшулăхне те асăнчĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



08 ноября 2019
12:43
2019 год
Поделиться