Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эсĕ ГТО нормине пурнăçлама хатĕр-и?

ЮЛАШКИ çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен, физкультурăпа тата спортпа кăсăкланакансен йышĕ ỹссех пырать. Тĕрлĕ çулти çынсем пушă вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Алексей Краснов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тренерсемпе преподавательсем шкулсенче, ял тăрăхĕсенче пулса ГТО нормативĕсене йышăнаççĕ. Çывăх вăхăтра районти организацисемпе предприятисен коллективĕсем те ГТО нормине тултарнине ĕнентерекен паллăна çĕнсе илессишĕн кĕрешĕç. Сăмах май каласан, пĕлтĕр пирĕн район ку тĕлĕшпе республикăра кăтартуллисен шутĕнче пулнă.

Авангард



08 ноября 2019
14:24
Хроника
Поделиться