Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăçал продукци ытларах

Иван ВЛАДИМИРОВ, Патăрьел районĕнчи «Корма» агрофирма» тулли мар яваплă общество директорĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Çапла, çурхи - кĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ. Вĕсем иртнĕ çулхисенчен чылай енĕпе уйрăлса тăраççĕ. Хресчене çанталăк кăçал та тĕрĕслесе пăхрĕ, сехĕрлентерчĕ тата савăнтарчĕ. Çуркунне, тырă акса пĕтерсен, пĕр хушă çумăр паманнине, çавна пула вăрлăх хăвăрт шăтайманнине манман-и? «Типпе каять-ши.» -терĕмĕр. Юрать-ха, ытти çулхи пек шăăх нумай тăмарĕ, нурĕк уксех тăчĕ, культурăсем лайăх çитĕнчĕç. Кашни гектартан тырă вăтамран 35 центнер пухса кĕртрĕмĕр - уяв кун чун савăнать.Хăш-пĕр хирте 47-шер центнер пачĕ.Халĕ – кĕлетре, сутма хатĕрлетпĕр.

Çĕр улми 50 гектарччĕ, тухăç кашни гектартан вăтамран 250 центнер.Пĕчĕккĕн сутатпăр. Сутлăх хакĕ кăштах усни шанăç курет. Тен, 2020 çулта лайăх хакпа сутайăпăр.

 Кĕркунне 230 гектар тулă акрăмăр кăна - çанталăк каллех типпе куçрĕ.

«Çулталăк каяллахи пек шăтаймасть-ши?» - текен ыйту пăраларĕ пуçа. Авăн уйăхĕнче çумăр çусан хаш! сывласа ятăмăр та лăплантăмăр. Халĕ кĕрхи калча çине пăхатăп та - юрлас килет. Парка та ешĕл вăл, тымарĕ çирĕп.

Кăçал туса илнĕ продукци агрофирмăна тупăш самаях парасса шанатăп.

Тырра хаклансан çеç сутатпăр. Тулли мар яваплă обществăн йĕркелуçи Александр Владимиров килес çул «Полесье» комбайн тата «Кировец» трактор туянăпăр терĕ. Вăл предприятие аталантарассишĕн тăрăшни «Корма» коллективне малалла çирĕп шухăш- кăмăлпа утма хистет. Кĕрхи çĕртме туса хăвартăмăр. Халĕ вăрлăх тата сутлăх çĕр улмине суйласа-уйăрса хуратпăр

Паян республика аграрийĕсем Пăр керменте уява хутшăнакансемпе пĕр шухăшлăĕ.Пире пĕрлештерекенни нумай, ял хуçалăх культурисене пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах туса илтĕмĕр тата ытларах сутатпăр, çанталăк хресчен умне кăларса тăратнă йы­вăрлăхсене кăçал та çĕнтертĕмĕр.

Хыпар



01 ноября 2019
17:44
2019 год
Поделиться