Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика тулашĕнчен - çĕнтерỹпе

Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинăра çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕн виçĕ хутчен пăхăр призерне тивĕçнĕ Рашид Шарафетдинова асра тытса регионсем хушшинчи йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ. Унта Ульяновск облаçĕнчи, Тутарстан тата Чăваш Республикисенчи 300 ытла спортсмен явăçрĕ. Чăваш Ен чысне вара пĕрлештернĕ командăра пирĕн район спортсменĕсем те хỹтĕлерĕç.

Йĕрке тăрăх ăмăртура хăйсен дистанцийĕсенче мала тухнă пилĕкшер ачана чысларĕç. Çамрăксем хушшинче Первомайскинчи вăтам шкулти А. Котлов (тренерĕ Л. Никитин) çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Г. Никитин, А. Иванова (Т. Кудряшова), Турханти вăтам шкулти А. Чемеров, Д. Ершова (В. Осипова), Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти С. Степанов, А. Соколова, Н. Соколов (М. Прокопьев), Первомайскинчи вăтам шкулти А. Удалов, Д. Матюшкин (Л. Никитин) призлă вырăнсене йышăнчĕç.

Командăпа илес пулсан "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов ертсе пыракан ушкăн пĕрремĕш вырăншăн кубок çĕнсе илчĕ. Мала тухнисем Ульяновск облаçĕн физкультурăпа спорт министерстви çирĕплетнĕ дипломсене, медальсене, кубоксене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



25 октября 2019
15:06
Хроника
Поделиться