Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Лауреат пулса таврăннă

ÇАК кунсенче районти централизациленĕ клуб системин юрăпа ташă халăх ансамблĕн квартечĕ (ертỹçи - РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин, баянисчĕ - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Никитин) Шупашкар хули 550 тата Чăваш Республикине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ ачасемпе аслисен "Шăпчăксем-2019" хор фестивальне пĕтĕмлетнĕ çĕре хутшăннă, лауреат пулса таврăннă. Патăрьелсен "шăпчăкĕсем" - Елена Лисицина, Лариса Федорова, Луиза Леонтьева, Анастасия Якушкина шăрантарнă "Еля сукмакĕ" (сăмахĕсем Геннадий Айхин) тата "Кĕрхи вальс" (сăмахĕсем Мария Горшкован) юрăпа залра ларакансене чăнласах тыткăнланă. Ахальтен мар пирĕн сцена ăстисене куракансем тăвăллăн алă çупса тав тунă.

Авангард



25 октября 2019
14:50
Хроника
Поделиться