Çăкăр - чи хаклă пуянлăх
Тĕнчери çăкăр кунне халалласа Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе краеведени музейĕнче уяв мероприятийĕсем иртрĕç. Ĕлĕкех çынна çăкăр хуçса парсан унпа пурнăç тăршшĕпех юлташлă пулатăн, тенĕ. Вăл халăхсем хушшинчи туслăха тытса тăрать. Пурнăç улшăнсан та çăкăр чи хаклă пуянлăх шутланать. Ăна ытти нихăш апат-çимĕç те улăштараяс çук.
Мероприятие Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 3а (класс ертỹçи С. Урукова, музыка ертỹçи И. Селиванова), 2в (М. Воронова), 4а (Г. Краснова, В. Федорова) классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем уяв концерчĕ кăтартрĕç. Сăвăсем вуларĕç, ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, юрларĕç, такмаксем каларĕç. Уяв хăнисене Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 1б (О. Спинова) тата 2а (Р. Илюткина) классенче вĕренекенсем çавра кăпăш çăкăрпа кĕтсе илчĕç.
Н. Румянцева лектор-экскурсовод çăкăр историйĕпе паллаштарчĕ. Ачасене çын хăйĕн пурнăçĕнче 7 тонна çăкăр, 35 тонна яхăн булка çисе яма пултарать тенине пĕлни те интереслĕ пулчĕ. Авал шурă çăкăра çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакансем çеç çиейнĕ. ХХ ĕмĕртен вара ыраш çăкăрĕ тутă тытнине шута илсе ăна мала хума пикеннĕ.
"Тыр-пул çитĕнтерекен ен эпир. Тăрăшуллă çĕр ĕçченĕ çĕрпе пĕлсе усă курнăран савăнатпăр. Çитĕнекен ăру йышĕнче те аслисен профессине алла илес ĕмĕтлисем пуррине шансах тăратпăр",- терĕ уява пĕтĕмлетсе музей директорĕ В. Маллина.
А. ИВАНОВА
Авангард