Çĕнĕ пуçлăх хак пачĕ

Туслăхра вăй тенĕ мĕн авалтан. Çапла пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕ пурăнни самай пурнăçа çăмăллатать, ĕçĕ те кал-кал пырать. Акă сителсем туслă пулни тÿрремĕнех куçа кĕрет.
Çапла вĕсем пĕр сăмахран пурăнса тĕрлĕ усăллă ĕçсем тăваççĕ. Хальхинче те Юрий Степанов, Николай Вазенков, Димитрий Выросов депутатсем пуçарнипе, уйрăм çынсем тăрăшнипе Пионер урамĕнчи унчченрех кирпĕч сарнă çула хăйăр тăкса тикĕслерĕç. Владимир Выросов тракторĕпе ял вĕçĕнчи ĕнесем куллен кĕтĕве кайнă чух ĕçекен çырмана тарăнлатса тирпейлерĕ. Çавăн пекех маттур сителсем ялти Фап умне тăпра та тиесе килсе тăкма ÿркенмерĕç. Унта малашне медицинăра вăй хуракансем килен-каяна илемлĕ чечексем ÿстерсе савăнтарĕç.
Ĕçе вĕçленĕ хыççăн сителсем ятарласа хуранпа пĕçернĕ шÿрпепе сăйланчĕç. Апатланнă вăхăтра çитес тапхăрта мĕн-мĕн тăвассине те шутласа планлама манмарĕç.
Халăх тăрăшнине тинтерех çеç суйланнă Аслă Арапуç ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Федоров килсе курса хак пачĕ. Вăл ял çыннисем маттур пулнине ырларĕ. Кун пек халăхшăн усăллă ĕçсем час-часах пурнăçланăшăн тав тунă май малашне те çак çирĕп çыхăнăва тытса пыма сунчĕ.
Çавăн пекех Владимир Федоров Сителти фельдшерпа акушер пунктне тата библиотекăпа клуба çитсе курчĕ. Унти лару-тăрупа паллашнă май куллен тĕл пулакан ыйтусене, йывăрлăхсене пĕр-пĕринпе калаçса, килĕштерсе татса пыма палăртрĕ.