«Тăван радио» Юхмапа Пăла тăрăхне те çитрĕ
Ыхра Çырминче ятарлă передатчик вырнаçтарнăран октябрĕн 18-мĕшĕнчен «Тăван радио» передачисене Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче пурăнакансем те итлеме пултараççĕ. Çавăн пекех Канашпа Йĕпреç районĕсенчи хăш-пĕр ялсене те çак савăнăç çитнĕ. Çĕнĕ хыпарсемпе юрă-кĕвĕ радиостанцин передачисене итлес тесен приемниксене 106,9 FM частота çине куçармалла. Сёмах май, «Тăван радиора» ытларикунпа эрнекун Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хыпарсемпе те паллашма пулать.
А. Иванов
Авангард