Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Инкекрен пĕрлехи вăйпа сыхланмалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов ертсе пынипе район администрацийĕнче çул-йĕр куçăмĕн хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Унта автоçулсенче пулнă пăтăрмахсене тата инкекрен асăрханма йĕркеленĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Ку ыйтупа РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Г. Иванова сăмах илнĕ.

Техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси пирки, çу пуçланнăранпа йĕркелекен рейдсен тата "Трактор" операцин пĕтĕмлетĕвĕсемпе Патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ И. Васильев паллаштарнă.

Хĕл çывхарса пынă май çул-йĕр патне тимлĕх тата та ытларах уйăрма тивет. И. Рубцова тата Л. Манзуркина индивидуаллă предпринимательсен представителĕсем - В. Рубцов тата С. Манзуркин- сивĕ кунсене кĕтсе илме еплерех хатĕрленни пирки каласа панă. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çулсене пăхса, тирпейлесе тăрассипе 21 подряд организацийĕ тăрăшать, вĕсенчен тăваттăшĕ - район, республика тата федераци шайĕнчисемшĕн, 17шĕ ялтисемшĕн яваплă.

Çул-йĕр куçăмĕн хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен комисси виçĕ кварталта туса ирттернĕ ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе тата çывăх вăхăтра тумалли плансемпе район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн специалист-эксперчĕ, комиссин секретарĕ С. Толстов каласа панă.

Р. Ямалетдинов çул-йĕр инспекторĕсем, районти Патшалăх техника надзорĕн инспекторĕ, ял тăрăх пуçлăхĕсем, обществăлла организацисем тата халăх пĕрле тăрăшса вăй хурсан çеç çул-йĕр инкекĕсенчен пăрăнса иртме пулнине палăртнă.

(Хамăр корр.)

Авангард



22 октября 2019
10:02
Поделиться