Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеш-футболистсем республика чысне хỹтĕленĕ

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче спортăн тĕрлĕ енĕпе пĕрлех футбол вăййи те аталансах пырать. Ветерансем хушшинче йĕркеленĕ "Темп" команда çамрăк футболистсемшĕн ырă тĕслĕх. Нумай пулмасть çеç çак ушкăнти Василий Антонов (аллă çултан аслăраххисен ушкăнĕпе) тата Николай Нурсов (утмăл çултан аслăраххисемпе) Чăваш Республикин командин йышĕнче Хура тинĕс хĕрринчи Адлер хулинче Раççейри футбол пĕрлĕхĕн финалти турнирне хутшăннă. Çакна та палăртма кăмăллă. Николай Николаевич спорт ветеранĕ вылянă команда пысăк ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăннă. Сăмах май каласан, 2008 çулта шăпах вăл тăрăшнипе тата пуçарнипе районта ветерансен футбол команди йĕркеленнĕ те. Унтанпа футболистсем хăйсен ăсталăхне самай туптарĕç.

Авангард



22 октября 2019
09:48
Хроника
Поделиться