Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанччăр

Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çуртĕнче шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсемпе аслă вожатăйсен семинарĕ иртнĕ. Унта "Вĕрентỹ организацийĕсенче обществăлла пĕрлешĕвĕн, Раççейри шкул ачисен юхăмĕн ĕçне йĕркелесси" темăна тишкернĕ. Малтанах ăсталăх çурчĕн методисчĕ Т. Макова доклад тунă. Шкул ачисене çакă тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшнине, педагогсене вара ачасемпе ĕçлемелли çĕнĕ çул-йĕр патне тухма май панине палăртнă.

Воспитани енĕпе ĕçлекен С. Елагина методист ачасен 2019 çулхи çуллахи канăвне мĕнле йĕркеленипе паллаштарнă. Çитĕнекен ăрăвăн 65 проценчĕ сывлăха çирĕплетекен лагерьте каннă. Урăхла каласан, 2610 ача.

Семинарта кăçалхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенче ирттерме палăртнă конкурссен йĕркисемпе паллаштарнă. "Юнармия" çарпа патриотла юхăма мĕнле кĕмеллине пăхса тухнă. Районти "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" кĕркуннехи акци еплерех пынине тишкернĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



22 октября 2019
10:14
Хроника
Поделиться