Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем Чăваш Ен чысне хỹтĕлĕç

ÇАК кунсенче И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетĕнче аслă класра вĕренекенсем хушшинче ăс-тăна аталантармалли "Мĕн? Ăçта? Хăçан?" вăйă иртнĕ. Чăваш Республикинчи Вырăс географи обществи йĕркеленĕ федерацин Атăлçи округĕнчи уçă чемпионачĕн регионти тапхăрне чи вăйлă 20 команда хутшăннă. Вĕсем пурте муниципаллă тапхăрти кĕрешỹре палăрнă ачасем. Çавăнпа та географи темипе йĕркеленĕ регионти вăйă питĕ çивĕч иртнĕ. Виçĕ турпа йĕркеленĕ ăс-тăн тупăшăвĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Батыр" команда ыттисенчен уйрăмах палăрса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Çĕнтерỹçĕсен ноябрĕн 2-мĕшĕнче Ульяновск хулинче Чăваш Ен чысне хỹтĕлеме тивĕ. Çамрăк "географсене" ăнăçу çеç сунатпăр!

Авангард



20 октября 2019
11:59
Хроника
Поделиться