Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Арбат" палăксемпе пуянланать

РАЙОН центрĕнче халăхра "Арбат" текен капăр тỹремре тĕрлĕ çар чаçĕнче хăйсен салтак тивĕçне пурнăçланисен ячĕпе хăпартнă палăксен шучĕ ỹссех пырать. Иртнĕ шăматкун кунта шалти çарта (внутренние войска) пулнисем пуçтарăнчĕç, сумлă йышпа салтак-ветерансене халалланă палăка уçрĕç. Хура мрамор плита çине çырнă "Победишь себя, будешь непобедим" текен сăмахсем таçтан аякранах курăнаççĕ. Вĕсене никам та вуламасăр иртсе каяймĕ. Çар тумне тăхăннисен çак девизĕ çитĕнекен ăрăва чăн-чăн патриот пулса çитĕнме хистет.

Авангард



20 октября 2019
12:01
2019 год
Поделиться