Техникăна управа лартма вăхăт
Уй-хирте ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, çавна май ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче пушаннă техникăна хĕле хатĕрлесе лартма вăхăт. Тĕш тырă, выльăх апачĕ пухса кĕртекен комбайнсене, ытти агрегатсене арпа-улăмран, курăксен юлашкийĕсенчен тасатмалла, ременьсемпе сăнчăрсене пушатмалла, гидроцилиндрсене склада упрама хумалла. Тутăхакан пайсене ятарлă шĕвексемпе сĕрмелле. Комбайнсене, агрегатсене пукансем çине вырнаçтармалла е хỹтĕ вырăна илсе кĕмелле.
Хуçалăхсенчи техника хатĕрĕсене хĕл каçма мĕнле вырнаçтарнине тĕрĕслеме районта ятарлă комисси йĕркеленĕ.
И. ВАСИЛЬЕВ, Патшалăх техника надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ
Авангард