Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Ылтăн кĕркунне" куравран -ылтăн медальсемпе

Октябрĕн 9-12-мĕшĕсенче Мускавра, Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выс- тавкинче, Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн кĕркунне -2019" XXI агропромышленность куравĕ иртнĕ.

Курава хутшăнакан республикăри делегаци йышĕнче çулленех районти ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем те пур. Патăрьелсем çĕршывăн тĕп хулинчен пĕр çул та пушă алăпа та килмен. Кăçал та "Ялсен территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕнчи пысăк çитĕнỹсемшĕн" номинацинче район администрацийĕ ылтăн медале, Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер  "Чи лайăх çемье ферми" номинацинче -пĕр тата "Пысăк пахалăхлă продукци туса хатĕрлекен" номинацинче тутар наци апат-çимĕçĕшĕн -кăртшăн, "Килти" колбасашăн тата тултармăшшăн -виçĕ ылтăн медале тивĕçнĕ.

Конкурса хăйсен продукцийĕпе республикăри 38 предприяти хутшăннă, 70 номинацинче мала тухнă.

Чăваш Ен Мускавран 64 медальпе -9 ылтăн, 21 кĕмĕл, 4 пăхăр -тата тăватă Тав çырăвĕпе килнĕ.

Сăмах май, пĕлтĕр район "Ылтăн кĕркунне" куравра "Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕчĕк харпăрлăхлă хуçалăхсене грант пулăшăвне парассине йĕркелессишĕн тăрăшнăшăн" номинацинче ылтăн медале тивĕçнĕччĕ. Р. Санзяпов фермер тăватă ылтăн тата пĕр кĕмĕл медальпе таврăннăччĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



18 октября 2019
16:17
2019 год
Поделиться