Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырăна тухса канашланă

Октябрĕн 10-мĕшĕнче районти Обществăлла канашăн ларăвĕ иртнĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, районти Обществăлла канашăн председателĕ А. Самакин, районти Пенсионерсен канашĕн председателĕ Т. Полякова, ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕсемпе представителĕсем, вĕрентỹ, культура, сывлăх учрежденийĕсен ертỹçисем тата ыттисем те хутшăннă.

Обществăлла канаш членĕсем Пикшик, Тăрăн, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа ял тăрăхĕсене, медицина учрежденийĕсене, ФАПсене çитсе курнă, халăх сывлăхне сыхлассипе туса ирттерекен мероприятисемпе, социаллă сфера объекчĕсене хутмалли тапхăра еплерех хатĕрленипе паллашнă.

Мероприятин пленарлă пайĕ Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулпа паллашнинчен пуçланнă, малалли пайĕ акт залĕнче иртнĕ.

Пухăннисене Патăрьелĕнчи тĕп больницăн участок врачĕ Н. Рубцова халăхшăн уйрăмах хăрушă чирсем тата вĕсенчен сыхланмалли мелсем пирки каласа кăтартнă.

Район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Яковлева хутмалли тапхăрпа туса ирттернĕ ĕçсем пирки каласа кăтартнă. Ăшă чи малтан сывлăх сыхлавĕн тата вĕрентỹ учрежденийĕсене панă. Районĕпе пурĕ 111 котельнăй: вĕрентỹ сферинче - 47, культурăра - 42, сывлăх сыхлавĕнче - 19, çавăн пекех ветерансен çуртĕнче, физкультурăпа спорт комплексĕнче тата агропромышленность техникумĕнче - пĕрер.

Обществăлла канаш членĕсем районти тĕп больницăра "Сывлăх сыхлавĕ" наци проектне туллин пурнăçласа пыма тăрăшнине палăртнă.

(Хамăр корр.).

Авангард



15 октября 2019
13:04
Поделиться