Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районĕпе çĕр улми кăçал 1002 гектар йышăннăччĕ. Ĕнерхи куна 878 гектар çинчен (87,6 процент) пухса кĕртнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 231 центнерпа танлашать.

Сахăр кăшманне кăларса пĕтернĕ, халĕ тымар çимĕçе сахăр заводне ăсатаççĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 225 центнер пулнă.

Куккурус уйĕ те майĕпен пушанса пырать: 1131 гектартан 964 гектар (85,2 процент) вырнă.

Выльăхсене хĕл каçарма 18663 тонна сенаж, 19170 тонна силос хатĕрленĕ.

Авангард



15 октября 2019
16:41
2019 год
Поделиться