Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕллеве кăçал та пурнăçлаççĕ

Выльăхпа кайăк-кĕшĕкрен продукци ытларах илессишĕн ветеринарсен вĕсене сиплесех тăмалла, чир-чĕртен вăхăтра профилактикăламалла. Çак тĕллеве Патăрьел районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен центр еплерех пурнăçлать-ха. Бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ Петр Ефимов хуравлать.

- Патăрьелсен выльăх йышлă. Хуçисем ветеринарсенчен пулăшу час-часах ыйтаççĕ. Чĕр чуна е унран хатĕрленĕ продукцие районтан тиесе яриччен пирĕн патра тĕрĕслеттереççĕ.

Раççей саккунĕсемпе килĕшуллĕн кашнине документ çырса паратпăр. Нумай енлĕ ыйтусене чĕр чуна сиплемелли виçĕ çуртра, ветеринарин тăхăр участокĕнче татса паратпăр.

- Мĕнле оъектсене куçран вĕçертместĕр?

- Выльăха пусмалли сакăр цеха, продукцие тирпейлекен, сĕт пуçтаракан предприятисене,ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене. Вĕсем санитари йĕркине еплерех пăхăннипе кăсăклансах тăратпăр. Чĕр чуна вăхăтра сиплессине, профилактикăлассине тивĕçтеретпĕр, выльăха е кайăк-кĕшĕке пĕр вырăнтан тепĕрне автотранспортпа турттарса кайиччен федерацин «Меркурий» тытăмĕпе килĕшуллĕн документ хатĕрлетпĕр. Предпринимательсем района илсе килекен выльăхпа кайăк-кĕшĕк сывлăхне тĕрĕслетпĕр. Пирĕн кил хуçалăхĕсенче те ĕç нумай. Коллектив çине пысăк çĕклем тиеннине палăртас килет.

- Сĕт пахалăхне тĕрĕслессине мĕнле йĕркеленĕ?

- Пирĕн ытларах кил хуçалăхĕсенчен пухаканнине тĕпчемелле. «Лактан», «Клевер» приборсем çителĕклĕ туянтăмăр.Сакăр ветучастока кил хуçалăхĕсенчен ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерме илсе пыраççĕ.

- Пĕлтĕр кайăк-кĕшĕк грипĕ Патăрьел районĕнчи кил хуçалăхĕсене те сăтăр кучĕ. Вăл текех ан сиенлетĕр тесе мĕн турăр?

- 2018 çул вĕçĕнче предпринимательсене пухса грипран хутĕленмелли майсемпе паллаштартăмăр. Транспортпа пĕрле илсе çуремелли документа тĕрĕс хатĕрлеме вĕренчĕç, района кайăк-кĕшĕк турттарса килнĕ кашни транспорта дезинфекцилеççĕ. Пĕр кил хуçалăхĕнчен тепĕрне кĕрсе грипран вакцинациленĕ чухне пысăк чăрмав сиксе тухнă тĕслĕх пулман.

- Уртаракан чирпе кĕрешетĕр-и?

- Иртнĕ çулсенче ăна районта пĕрре те шута илмен. Ан пултăр тесе мĕн пур выльăха инфекцирен вакцинацилеме тăрăшатпăр, сунарçăсемпе пĕрле тилĕсем ĕрчекен вырăнсене эмел хурса тухатпăр. Çак ĕçĕн усси пысăк. Тилĕсен йышне йĕркелеме сунарçăсене район

хыснинчен çуллен укçа уйăраççĕ. Вĕсем çулталăкра 70-80 тилĕрен сахал мар тытса Çĕрпу

районне утилизацилеме леçеççĕ. Чир вирусĕ выльăха йытă урлă та ерме пултарать. Çавăнпа кăçал ятарлă предприяти пулăшнипе ял тăрăхĕсенче çапкаланса çурекен 550 йытта тытса хупнă.

- «Авангард» обществăн «Патăрьел беконĕ»филиалĕнче 13 пин ытла сысна. Африка мурĕнчен хутĕленме пулăшатăр-и?

- Паллах! Ку ĕç - пирĕн тивĕçсенчен пĕри. Комплекс муртан сыхланмалли йĕркене еплерех пăхăннине сăнасах тăратпăр. Филиала автотранспортпа пырса кĕмелли вырăнта чир вирусне пĕтермелли дезинфекци пункчĕ, ытти ĕç турĕç. Муртан профилактикăлас ыйтăва ял çыннисемпе пĕрле сутсе яватпăр. Çуркунне лейкозран, бруцеллезран, Çĕпĕр шыççинчен, эмкартан, ытти чиртен вакцинацилетпĕр. Ку енĕпе патшалăх заданине кăçал та пурнăçланă. Районти 10 пин ытла ĕне выльăхран 33-шĕ /район тулашĕнчен илсе килнисем/ лейкозпа чирленине тупса палăртрăмăр. Аша яма тиврĕ.

- Петр Ильич, тĕллевсене пурнăçлама специалистсем çитеççĕ-и?

- Çитмеççĕ. Пулсанах ĕçе илетпĕр. Пирĕн кадрсем пысăк квалификациллĕ, ытларахăшĕ аслă пĕлуллĕ, тăрăшса ĕçлеççĕ. Маларах ятарлă вăтам шкулта ветеринар профессине алла илнисем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлĕве устереççĕ. Паянхи кун тĕлне коллективра сакăр пенсионер. Коллектива çамрăк специалистсемпе çĕнетме тăрăшатпăр.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

Хыпар



15 октября 2019
11:10
2019 год
Поделиться