Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăрусен çыхăнăвĕ татăлмасть

Районти методика пĕрлешĕвĕн планĕпе килĕшỹллĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем маларах çак ĕçре вăй хунă педагог-ветерансемпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр.

Йышлăн вĕсем, тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармаççĕ. Тĕрлĕ çĕре тухса çỹреççĕ, май килнĕ таран усăллă канашсемпе пулăшаççĕ.

В. К. Алексеева, В. Д. Алексеева, В. Козлова, М. Табакова, Р. Родионова, А. Пестрова, В. Карягина, А. Хитров, Р. Павлова, В. Павлова, Л. Кольцова, Л. Чернышева, В. Егорова, Е. Тукмакова, М. Мадюкова пĕрре те улшăнман иккен. Хастар, хаваслă. Тĕл пулушăн çав тери хĕпĕртерĕç. Ĕçленĕ вăхăтри самантсене аса илчĕç, сĕнỹ-канаш пачĕç.

С. КУЛАКОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи.

Авангард



15 октября 2019
13:02
Хроника
Поделиться