Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Чи лайăх халăх дружинникĕ" - Андрей Владимиров

РАЙОНТИ йĕркене тытса тăрассишĕн халăх дружинникĕсем те тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть вĕсемпе РФ ШĔМĕн "Батыревский" уйрăмĕн обществăлла хỹтĕлев уйрăмĕн начальникĕ З. Камалетдинов подполковник канашлу ирттернĕ. Унта çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова та хутшăннă.

Мероприятие килнисем районти полици службин сотрудникĕсемпе халăх дружинникĕсем пĕрлехи рейдсем йĕркелесси, район территорийĕнче лăпкăлăха тытса тăрасси пирки калаçнă. Çавăн пекех "Чи лайăх халăх дружинникĕ-2019" конкурс ирттернĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне республика шайĕнче хỹтĕлеме Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти физкультура учителĕ А. Владимиров тивĕçнĕ. Чи хастар дружинниксене парнесем парса хавхалантарнă.

Авангард



15 октября 2019
16:35
Поделиться