Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Патăрьелти культурăпа кану центрĕнче Шкул çулне çитменнисене пĕлупе воспитани паракан тата Учитель кунĕсене халалласа савăнăçлă мероприяти ирттернĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республи¬кин Вĕренту институчĕн ректорĕ Юрий Исаев тата ыттисем хутшăннă. Уяв Патăрьелти 2-мĕш шкулăн тата ача-пăча искусствăсен шкулĕн преподавателĕсен пĕрлештернĕ хорĕнчен пуçланнă. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 500 педагогпа шкул çулне çитменнисен 160 вĕрентекенĕ вăй хураççĕ. «Харпăр ĕçне парăннă вĕрентекен нумай пирĕн. Педагогсен коллективĕсенче чылай çул ĕçлекенсем çамрăксене хăйсен ăсталăхĕпе, опычĕпе паллаштарасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Юлашки çулсенче шкулсенчи вĕрентупе методика никĕсне вăйлатас, ачасене пĕлу тата воспитани пама хăтлă условисем тăвас тесе нумай вăй хураççĕ. Апла пулин те тĕп вырăнта - учителĕн тĕслĕхĕпе ăсталăхĕ, малалла талпăнни тата, пала, ачасене тата профессие юратни, - палăртнă Рудольф Васильевич. Мероприятире пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрнисене наградăсем панă.

Хыпар



14 октября 2019
09:54
Хроника
Поделиться