Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорта аталантарма пулăшать

Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКра акватлон (чупса тата шывра ишсе) енĕпе районти триатлон федерацийĕн председателĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Вĕсене Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенчен 80 ытла çамрăк спортсмен хутшăнчĕ. Ăмăртăва явăçакансене районти триатлон федерацийĕн председателĕ Валерий Рубцов, ăмăртăвăн судйи Светлана Рубцова саламларĕç.

Хăйсен ỹсĕм çулĕпе илсен А. Кучатова, С. Салихова, К. Рубцова, Я. Ялукова, А. Алексеев, Д. Тухветуллов, Т. Елистратова, А. Путяков, М. Сейфуллина, Н. Мазяков, А. Алякин (Патăрьел) малти вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем триатлон федерацийĕн председателĕ В. Рубцов çирĕплетнĕ дипломсене, медальсене, кубоксене тивĕçрĕç. Валерий Петрович ачасен çак енлĕ спортне аталантарма пулăшни савăнтаратех.

А. ИВАНОВА

Авангард



08 октября 2019
10:26
Хроника
Поделиться