Аслисене сума сăвакан - хăй те сумлă пулакан

ВАТТИСЕМ яланах хисепре пулнă. Ахальтен-им шкулта вĕреннĕ чухнех хăвăнтан аслăраххисене сума сума, автобусра вырăн пама, пулăшма вĕрентеççĕ. Çапла пулмалла та вăл, мĕншĕн тесен çулсем иртнĕçем пурин те пичĕсем пĕркеленчĕкпе витĕнеççĕ, çỹçе кĕмĕл тĕс çапать...

Районта хальхи вăхăтра 80 çул тултарнă тата аслăрах 1996 çын пурăнать, вĕсенчен 77 проценчĕ - хĕрарăмсем. 90 çулхи юбилейне паллă тунисем вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 224ăн, вĕсенчен 88 проценчĕ - этемлĕхĕн черчен пайĕ.

Чăваш Ишекри Д. Калинникова, Çĕньялти К. Елимова, Пăлапуç Пашьелĕнчи А. Агашева 100 çула хыçа хăварнă! Ентешсем хушшинче пĕр ĕмĕртен иртнисем пурри савăнтарать, апла пулсан çамрăксен вĕсенчен тĕслĕх илмелли пур.

Авангард



08 октября 2019
09:37
2019 год,
2019 год
Поделиться