Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

 Тутар Республикинчи Альметевск хулинче нефть компанийĕн парнисемшĕн спорт ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта лаша спортне кăмăллакансем çĕршывăн нумай регионĕнчен пухăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тупăшăва Шăнкăртамри Ильназ Забировпа Фениль Земдиханов, Патăрьел салинчи Алексей Краснов хутшăннă. Çурма финалта Алексей Краснов хăйĕн «Победителĕпе» 36 урхамах хушшинче чи лайăх кăтартупа палăрнă. Финалта сакăр лаша ăмăртнă. «Победитель» 2-мĕш вырăн йышăннă.

Хыпар



07 октября 2019
09:31
Хроника
Поделиться