Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватлăх пăхнăшăн куçран, питĕ хытă ан кулян

Ваттисен кунне халалласа районти пур ял тăрăхĕнче те, çавăн пекех предприятисемпе организацисенче йăлана кĕнĕ тĕл пулусем ирттерчĕç, уяв каçĕсем йĕркелерĕç. Вĕсенче шкулта вĕренекенсем, ача сачĕсене çỹрекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Паянхи кун пирĕн районта 12052 пенсионер пурăнать. Вăл шутра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 16 участникĕпе инваличĕ, тăлăха юлнă 109 салтак арăмĕ, 564 тыл ĕçченĕ, 5578ăн "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисем, таса ята тавăрнă 27 граждан.

Кăçал 4363 тыл ĕçченĕпе ĕç ветеранĕсем уйăхсерен, пĕтĕмĕшле 43,2 млн тенкĕ, таса ятне тавăрнă 24 çын, пĕтĕмĕшле 590 пин тенкĕ тỹлев илнĕ.

"Ветерансем çинчен" калакан саккунпа тата Раççей Федераци Президенчĕн "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1941-1945 çулĕ сенчи ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕ рпе тивĕçтересси çинчен" хушăвĕпе килĕшỹллĕн черетре тăракан 423 çынна (пурне те) çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.

Районта "ССС Р хисеплĕ донорĕ", "Раççей хисеплĕ донорĕ" палла тивĕçнĕ 31 çын пурăнать. Вĕсене кăçал кашнинех 14145,98 пуслăх компенсаци панă.

Иртнĕ 9 уйăхра 34 пенсионер кăштах тỹлесе аслă çулхи тата инвалидсен сывлăхне çирĕплетмелли "Вега" центрĕнче пулчĕç. Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр пĕччен пурăнакан 158 ватă çынна ( иккĕшĕ тыл ĕçченĕ, 31-шĕ ĕç ветеранĕ) килĕсенче пăхса тăрассине хăй çине илнĕ. Кзыл Чишмари ватăсемпе инвалидсен çуртĕнче йывăр шăпаллă 28 çын (пĕр тыл ĕçченĕпе 8 ĕç ветеранĕ) пурăнать.

А. Иванова

Авангард