Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сире ăшшăн саламлатпăр, ăшă сăмахсем калатпăр

ШĂНКĂРТАМРА пурăнакан ĕç ветеранĕн С. Азмукован пысăк савăнăç. Сагдетбану Минигалиевна сентябрĕн 24-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна тăванĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина саламланă. Вĕсем хисеплĕ ватта сывлăх суннă май РФ Президенчĕн В. Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Р. Селивановăн ăшă саламĕсене илсе çитернĕ.

Ĕç ветеранĕ Шăнкăртамрах çуралса ỹснĕ, пĕр ялти Алимзян Шефигулловичпа мăшăрланнă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра ĕçленĕ. Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Паян Сагдетбану Минигалиевна Рефис ывăлĕн çемйипе пурăнать, 11 мăнукĕпе тата 11 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

Аавнгард



01 октября 2019
09:49
Поделиться