Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Нӑрваш-Шӑхаль ял тӑрӑхӗнче ваттисен кунне уявларӗç

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Нӑрваш-Шӑхаль культура çуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалланӑ «Ватта сума сӑвакан хӑй те ырӑ куракан» уявне ирттерчĕç. Çак кун ирхине администрацинче вӑй хуракансем, библиотека ӗçченӗсем, культура тытăмĕнче тӑрӑшакансем, Нӑрваш-Шӑхаль ялӗнчи вӑтам шкулта вӗренекенсем, «Вӑрман ен» ушкӑнри хӗрсем курма пуçтарӑннӑ асаннесемпе асаттесене, кукамайсемпе кукаçисене, кинемейсемпе мучисене сӑвӑсемпе, илемлӗ юрăсемпе савăк кăмăл парнелерĕç, куракансен кăмăлне çĕклерĕç. 

Чей ӗçсе ларнă май кунти ватăсем пӗр-пӗрне саламланисӗр пуçне темӗнччен ăшпиллӗн калаçса ларчӗç. Паллах, иртнине аса илмесӗр иртмест кун пек чух. Вăхăтӗнче хуçалăх ӗçӗнчен юлман вӗт вӗсем. Ватăсем пӗр-пӗрин хыпарне пӗлчӗç, хăйсем мӗнпе тата мӗнле пурăннине каласа пачӗç. 

Пухăннисем умĕнче Нӑрваш-Шӑхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин, Патӑрьел район представителӗ тата Нӑрваш-Шӑхаль ял тӑрӑхӗн кураторӗ Григорий  Каллин ӑшӑ кӑмӑлтан саламларӗç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. «Тивĕçлĕ канура пулсан та ял хуçалăхне пысăк пулăшу паратăр. Уншăн сире пурне те - пысăк тав», - терĕ Николай Раськин.

Хисеплӗ ватӑсем! Сире пӗтӗм кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, чун канӑҫлӑхӗпе вӑрӑм ӗмӗр, пурнӑҫа савма, ҫывӑх ҫыннӑрсен чун ӑшшипе юратӑвне туллин туйма сунатпӑр. Ырлӑх тата телей сире!

Фоторепортаж



01 октября 2019
16:16
Хроника
Поделиться