Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наркотик ялан пултăр тăшман

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи наркотиксемпе хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕ Р. Селиванов ертсе пынă. Канашлура районта наркотикпа усă куракан çынсене шута илесси, сиенлĕ япалана Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сарассине чарассипе тивĕçлĕ йышăнусем, ял тăрăхĕсенче наркотик пур ỹсен-тăрана тупса тĕп тăвасси пирки калаçнă. Наркомание хирĕç малашлăхра тумалли профилактика мелĕсене сỹтсе явнă. Çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери наркотика саккунсăр майпа таварçаврăнăшне кĕртнине хирĕç кĕрешмелли кун тĕлне йĕркеленĕ акцие пĕтĕмлетнĕ.

Мероприятинче районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Н. Надина, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн директорĕ С. Кальметов, РФ ШĔМĕн "Батыревский" уйрăмĕн представителĕ Н. Андреев, Кзыл Чишма, Ыхра Çырми, Шăхач ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Р. Камалов, Ф. Алиуллов, И. Васильев тухса калаçнă.

Пĕтĕмлетỹ тунă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов комисси членĕсене наркотика хирĕç кĕрешессипе йĕркелекен профилактика мероприятийĕсене йĕркелесех тăрассине, халăхра ăнлантаруллă информацисем сармаллине çивĕчлетнĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



01 октября 2019
10:10
Поделиться