Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялти ĕç Мускавринчен пахарах

Тутар Сăкăтĕнче пурăнакан Р. Алеев 10 çул вăрман хуçалăхĕнче мастерта тăрăшнă, унтан ăна шăпа Мускава илсе çитернĕ. Раççейĕн тĕп хулинче вахта мелĕпе вăй хунă. Сисĕнмесĕрех тата тепĕр 10 çул иртсе кайнă. Растем Шамилович килте çук чухне пĕтĕм йывăрлăх мăшăрĕ çине тиеннĕ: выльăх пăхасси, вĕсене валли апат хатĕрлесси тата ытти те. Çакăн пек пурнăç ăна та, çемйине те ывăнтарса çитернĕ. Ĕçлеме каяс мар, укçи-тенки кулленех кирлĕ. Килте еплерех алă-ура çавăрса пымалла? Алеевсем пĕрле ларса тĕплĕ шухăшланă хыççăн хăнăхнă ĕçе малалла тăсас тенĕ.

- Эпĕ хама ас тума пуçланăранпах пирĕн килте выльăх усранă. Ачаранах тислĕк тасатнă, апат çитернĕ. Мăшăрлансан та ĕнине те, пăрăвĕсене те тытнă. Тĕрĕссипе, витере 13-15 пуçран кая мар ĕне-выльăх тăнă. Çавăнпах йыша ỹстерсе килтех укçа тăвас терĕмĕр,- тет Р. Алеев фермер хуçалăхĕ пирки каласа кăтартнă май.

2017 çулта Алеевсем фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Фермер ĕçне пуçăнакансене грант панине пĕлсен унта хутшăнса хăйсен телейне тĕрĕслес тенĕ. Ăнăçу вĕсем енче пулнă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса Растем Шамилович кил-хуçалăх территорийĕнче вите туса лартнă. Халĕ унта 35-40 пуçран кая мар ĕне-выльăх тăрать. Çуллахи вăхăтра ĕнесем кĕтĕве каяççĕ, хĕлле территорие уçăлма кăлараççĕ. Вăкăрсене сутаççĕ пулсан тынасене йыша ỹстер- ме тăратса хăвараççĕ. Ютран туяннисемпе мар, хăйсен пăрăвĕсемпе хуралтăна тултарса пыраççĕ.

Витери ĕçе йăлтах механизацилеменни çеç кансĕртерех. Ĕнесене аппаратпа сăваççĕ. Тислĕке хырса тасатнă хыççăн трактор пĕр вырăна чыштарса хурать, ăна тиесе тỹрех хура пусса кайса тăкаççĕ.

Фермер хуçалăхĕн 50 гектар ытларах çĕр. Кăçал çеç тата 15 гектара яхăн арендăна илнĕ. Унта выльăхсене валли нумай çул ỹсекен курăк, сĕлĕ, урпа çитĕнтереççĕ. Пусă çаврăнăшне тытса пыма çулленех хура пусă тăратса хăварнине пĕлтерчĕ Р. Алеев. Хирте тата фермăра ĕçлеме ДТ, МТЗ маркăллă тракторсем пур. Кăкарса çỹремелли хатĕрсене те туяннă, çавăнпа та сухаланă е курăк çулнă, е ытти ĕçе пурнăçланă чухне çынна пуç çапмалла мар.

Фермер выльăхсен апат рационне пуянлатассишĕн те тăрăшать.

- Утă-улăм çитернипе кăна ĕнесем сĕт памаççĕ, çавăнпа та сенаж, жом, дробина çулленех туянатпăр. Вăкăрсен умĕнчен курăк, тырă фуражĕ татăк тăратмастпăр. Продукци илес тесен апата хĕрхенсе çитермелле мар,- тет Растем Шамилович. Сĕте Алеевсенчен И. Мухутдинов туянать. Çулла паха шĕвеке вăл каçхи сăвăм хыççăнах килсе илет. Хĕлле фермерсем патне ирсерен çитет. Алеевсем пур ĕçе те ытларах хăйсен çемйипе пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ĕнесене сунă чухне пулăшакан пур-ха, ытти чухне вара арăмĕпе ачисем юнашар тăрса вăй хураççĕ.

- Икĕ ывăлпа пĕр хĕр пирĕн. Ачасем выльăхсене валли апат хатĕрленĕ çĕре те хутшăнаççĕ, тислĕк тасатма та тухаççĕ. Ку манăн ĕç мар тесе тăмаççĕ. Вĕсемсĕр эпĕ тымарсăр йывăç пекех, - терĕ Растем Шамилович. Ара, ача-пăчана мĕн ĕлĕкренех ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă. Ахальтен-им, арçын ача - пуртă аври çỹллĕш пулсан ашшĕне, хĕр ача йĕке тăршшĕ пулсан амăшне пулăштăр тесе калаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх усрасси çăмăл ĕç мар. Кунта канмалли кун та, уяв та çук. Канăçлăх пирки те манма тивет. Апла пулин те Алеевсем фермер хуçалăхне йĕркеленишĕн ỹкĕнмеççĕ. Ĕмĕчĕсем пысăк, вĕсене пурнăçлама тăрăшаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Аванград



27 сентября 2019
14:27
2019 год
Поделиться