Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Улми-çырли çитĕнтĕр ăнса

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Батыревский" улма-çырла питомникне ертсе пыракансемпе - Тимур Билаловпа тата Александр Седойкинпа - тĕл пулнă. Рудольф Васильевич хуçалăх ĕç-хĕлĕпе, çамрăк хунавсене сутассипе, тĕллевсемпе интересленнĕ. Улма-çырла питомникĕн 300 гектара яхăн усă куракан çĕр, унта 200 ытла тĕрлĕ йышши çамрăк хунав - пан улмин, грушăн, хурлăханăн, хăмла çырлин... - ỹсеççĕ. Çавăн пекех пысăк сад пур тата пĕрчĕллĕ культурăсем та çитĕнтереççĕ. Кăçал 100 тонна ытла пан улми туса илнĕ. Хальхи вăхăтра тутлă çимĕç паракан тĕмсене сутаççĕ. Вĕсене çĕршыври тĕрлĕ регион, Тутар Республики, Самара тата ыттисем те, килсе илеççĕ. Патăрьел çĕрĕ çинче çитĕннĕ продукцие республикăра пурăнакансем те хапăлласа туянаççĕ.

Малашлăхра пан улмие вырăнта тирпейлесе хатĕрлеме пикенесшĕн, ăна валли çурт пур. Оборудовани çеç кирлĕ. Çавăн пекех кăçал Польшăран тата Белоруссинчен хунавсем илсе килмелле.

Рудольф Селиванов тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу суннă.

(Хамăр корр.)

Авангард



24 сентября 2019
09:20
2019 год
Поделиться