Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Терроризм - тĕнче инкекĕ

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене кĕтмен çĕртен сиксе тухакан пулăмсенчен асăрханма, инкек-синкекрен пăрăнма, çут çанталăк пулăмĕсенчен, пушартан, терроризм хăрушлăхĕнчен сыхă тăма хăнăхтарас тĕлĕшпе вĕрентỹ урокĕсенче çеç мар, класс тулашĕнче йĕркеленĕ мероприятисенче те калаçусем ирттеретпĕр.

Район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн шкулта террор хăрушлăхĕнчен сыхланмалли план туса çирĕплетрĕмĕр. Çавна май класс ертỹçисем ачасене инструктажпа паллаштарчĕç. Вĕренекенсем терроризма хирĕçле плакатсем ỹкерчĕç. Вĕсенче хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.

"Тĕнче - терроризмсăр!" ятпа линейка иртрĕ. Бесланра вилнĕ ачасене асăнса тỹпене 334 шар вĕçрĕ, пĕр самант шăп тăтăмăр. Класс сехечĕсенче "Беслан хуйхи - чĕре ыратăвĕ" темăпа калаçусем иртрĕç.

Пушартан асăрханса эвакуаци турăмăр. Ачасемпе вĕрентекенсем кĕске хушăра хăрушсăр вырăна тухма пултарчĕç. Мероприятие район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ

Г. Каллин, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ С. Селиванов, Д. Яковлев дознаватель хутшăнчĕç.

В. АНТИПОВ

Авангард



24 сентября 2019
12:03
Поделиться