Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăмăршăран - çитĕнỹпе

Шăмăршăри централизациленĕ клуб системи тата "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ улттăмĕш хут "Кăмпа фестивалĕ" йĕркеленĕ. Çак мероприятие Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем те хутшăннă. Вĕсен пултарулăхĕ курма пынисене те, тỹресене те тĕлĕнтернĕ. Патăрьелсем чи лайăх кăмпа хичĕшĕн "Кăмпа Оскарне" тата диплома тивĕçнĕ. Çавăн пекех коллектива "Чи лайăх кăмпа уçланки" фотозона хатĕрленĕшĕн "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ Тав хучĕпе чысланă.

Фестивальте кăмпа ярмăркки те ĕçленĕ. Унта вăрман çимĕçне çеç мар, чей, эмел курăкĕсем, пыл, милĕк, сувенирсем туянма, çавăн пекех çĕр мăкăртса тухнăскерстен хатĕрленĕ апат-çимĕçе ас тивме, рецепчĕсемпе паллашма май пулнă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



24 сентября 2019
09:42
Хроника
Поделиться