Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕлỹ çуртне - диплом тата кубок

ЧĂВАШ ЕНРЕ 2015 çултанпа "Шкулти спорт клубĕ - санăн чи лайăх суйлав" программа ĕçлет. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Триумф-Батыр" спорт клубĕ (ертỹçи В. Солдатов) 2017 çулта çак проекта кĕме пултарнă. Кунта спортăн тĕрлĕ енне аталантараççĕ: волейбол, баскетбол, çăмăл атлетика, шывра ишесси тата ытти те. Ачасене Ю. Краснов, В. Солдатов, А. Владимиров, Ю. Васюткин, В. Портнов, Д. Сегов тренерсем вĕрентеççĕ. Клуба Ю. Кубиков, Д. Тазюков, Д. Кузнецов, И. Веревкин, М. Думилин, Н. Гаврилов, Д. Суворов, А. Каштанов, И. Иванов, Д. Галкин, Р. Юсупов, М. Кальметов, А. Абдулвалеева, Ю. Рубцова, А. Медведева, П. Хураськина, Ю. Суркова тата ытти вĕренекенсем те хаваспах çỹреççĕ.

2019 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетсе мониторинг тунă хыççăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул республикăри ЮНИТЭКС çарпа патриотла воспитани центрĕн дипломĕпе кубокне тивĕçнĕ.

Авангард



24 сентября 2019
09:14
Хроника,
Хроника
Поделиться