Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Турхан шкулĕ 180 çул тултарнине уявланă. Çак ятпа йĕркеленĕ уява район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн пуçлăхĕ Светлана Чернова, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев, ЧР вĕренту тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова, Патăрьел районĕн депутачĕ Сергей Манзуркин, культурологи докторĕ Владимир Васильев профессор, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, Турхан шкулĕнчен тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисем хутшăннă. Йăлана кĕнĕ тăрăх уявра чи пултаруллă та маттур педагогсене Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă. Асăннă шкул хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех мăнаçланма пултарать. Кунтан наука кандидачĕсем, спорт мастерĕсем, врачсем, юристсем тата ыттисем тухнă. Ку пĕлу çуртĕнче чăваш профессионал унер искусствине пуçараканĕ Алексей Кокель, унăн тетĕшĕ Герман Петров епископ вĕреннĕ. Паллă ку шкула хăй вăхăтĕнче Турхан училищи тенĕ. Ăна уçас тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ И.Н.Ульянов нумай тăрăшнă.

Хыпар



20 сентября 2019
10:22
Хроника
Поделиться