Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерỹçĕ - Алексей Краснов

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи лаша спорт шкулĕн территорийĕнче Чăваш Енре лаша спортне аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнă Василий Максимова, Егор Краснова, Алексей Пыркина асра тытса юртă утсен чупăвĕ иртрĕ.

Уява уçма республикăри лаша спорчĕн федерацийĕн председателĕ Алексей Ларионов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ Екатерина Кащеева, "Лента" пĕрлешỹ директорĕ Роза Иванова, "НКТВ" пĕрлешỹ директорĕ Юрий Клычков хутшăнчĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансем 1600, 2400 метрлă дистанцисене чупăва тăчĕç. Çĕнĕ Шупашкарсемпе хăнасен умĕнче паллă спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсене йышăнса чапа тухнă лашисемпе пулчĕç.

Чупăва Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи, Шупашкар тата Ульяновск хулисенчи 24 рысак хутшăнчĕ.

Пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов "Победитель" урхамахĕпе тухрĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



20 сентября 2019
11:58
Хроника
Поделиться