Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Килĕшỹ çырнă

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕ" автономи учрежденийĕн директорĕпе Вадим Ефимовпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче вĕсем "Тăван радиора" Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çĕнĕ хыпарсемпе паллаштаракан передачăсене эфира кăларассине йăлана кĕртессине сỹтсе явнă, пĕрле çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшỹ çырнă. Малашне тăван районăмăр пурнăçĕпе унăн тулашĕнче тĕпленнисем те паллашма пултарĕç.

А. ИВАНОВ

Авангард



20 сентября 2019
12:14
Поделиться